Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи
Ҫӑлкуҫ: https://obrazov-yaltch.edu21.cap.ru
Ҫӑлкуҫ: https://obrazov-yaltch.edu21.cap.ru

Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен тӑваттӑмӗш класс ачисем республика шайӗнче иртнӗ ӑс-тӑн вӑййисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисен XXXI «Чӗлхе ӑстисем» ӑс-тӑн вӑййисен турӗ нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче онлайн мелпе иртнӗ. Ӑмӑртура республикӑри мӗнпур хуласемпе муниципаллӑ округсенчи 700 ытла ача хутшӑннӑ. Елчӗк муниципаллӑ округӗнчен ӑс-тӑн вӑййисене Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ.

Эрнекун пӗтӗмлетӳ тунӑ. Елчӗк ачисем хӑйсене питӗ лайӑх кӑтартма пултарнӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхе» номинацире Александр Мудрецовпа Мария Васильева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхипе илемлӗ вуласси» номинацире Егор Харлампьев вара пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майя Григорьева иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
Ҫалкуҫ: cap.ru
Ҫалкуҫ: cap.ru

Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа «Халӑхсен туслӑхӗн чӗлхипе» ятлӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ наци ачисем, чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисем хутшӑннӑ. Ачасем тӑван ҫӗршыв, туслӑх тата кил-йыш ҫинчен эрмен, тутар, чӑваш, узбек тата вырӑс чӗлхисемпе сӑвӑсем вуланӑ.

Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн директорӗ Сергей Иванов пухӑннисене уявпа саламланӑ. Вӑл тӑван чӗлхене упрама, унпа калаҫма чӗнсе каланӑ. Лариса Петровӑпа Ирина Кошкина чӑваш сӑвӑҫисем ачасене чӗлхе урлӑ туслӑх ҫулне хывма май пурри ҫинчен каласа панӑ. Тутар автономийӗн ертӳҫи Хайдяр Сафиуллин Габдулла Тукайӑн «Тӑван чӗлхе» сӑввине вуласа панӑ.

Тӗлпулура ачасем «Чӗлхесен йывӑҫне» хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырнӑ ырӑ сунӑмӗсемпе илемлетнӗ. Сӑвӑсене чи лайӑх вуланӑ ачасене кӗнекесем парнеленӗ. Ку мероприяти Олег Николаевӑн «Ярко в Чувашии» проектӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Зинаида Михайлован Контактри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зинаида Михайлован Контактри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа «Тӑван чӗлхеҫӗм, янӑра!» темӑпа калаҫу ирттернӗ.

Унта хутшӑннӑ Трак шкулӗн 5-мӗш класӗнче вӗренекенсем (класс ертӳҫи - Ирина Федорова) Петӗр Хусанкайпа Юрий Сементер чӑваш халӑх поэчӗсен чӑваш чӗлхи ҫинчен калакан сӑввисемпе паллашнӑ.

«Хамӑн «Чун уҫҫи» сӑвӑ кӗнекинчи тӑван чӗлхе темипе ҫырнӑ сӑввӑма вуласа патӑм. Калаҫу-тӗлпулӑва Тӗп вулавӑш ӗҫченӗ Светлана Гурьева йӗркелесе пычӗ», — хыпарланӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Красноармейскинчи шкулта ӗҫлекен Зинаида Михайлова.

 

Чӑваш чӗлхи

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӗлхе кунӗ умӗн, Чӑваш наци библиотекинче «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп. Чувашский язык с нуля: самоучитель для начинающих» кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ.

Ҫак кӗнеке Хусанти Тутар кӗнеке издательствинче 2025 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Авторӗ — Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн Хусанти ӑслӑлӑх центрӗн лабораторийӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Максим Кузнецов. Вӑл чӑваш чӗлхине тӑван мар чӗлхе пек вӗренекенсем валли 15 урокран тӑракан кӗнеке хатӗрленӗ.

Хӑтлавра автор хӑйӗн кӗнеки пирки каласа парӗ, чӑваш чӗлхине мӗнле вӗреннипе паллаштарать. Унсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Галина Семёнова тата ытти паллӑ тӗпчевҫӗ тухса калаҫӗҫ. Чӑваш артисчӗсен пултарулӑхӗ те чӑваш чӗлхипе культурине кӑтартса парӗҫ.

Мероприяти конференц-залра (137-мӗш пӳлӗм) 16:00 сехетре пуҫланать, ӑна Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Священниксем чӑвашла вӗренма пуҫланӑ. Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий тӗслӗх кӑтартать: вӑл кӗлӗсене чӑвашла ирттерет.

Малашне ытти священник те кӗлӗсене чӑвашла ирттерме пултарӗ — Шупашкар епархинче чӑвашла вӗренес текенсем валли курс уҫӑлнӑ. Унӑн йӗркелӳҫи тата ертӳҫи – Илий атте. Священниксене чӑваш чӗлхин чи лайӑх учителӗсем вӗрентеҫҫӗ: ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ Александр Степанов тата Шупашкарти 33-мӗш шкул учителӗ Ирина Диарова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_17103
 

Вӗренӳ
Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Мускав хулинче кӑрлачӑн 26-27-мӗшӗсенче тӑван чӗлхе, ҫав шутра вырӑс чӗлхи вӗрентекенсен пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ӑсталӑх лаҫҫи иртнӗ.

Унта ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 35 вӗрентекен хутшӑннӑ. Ҫав йышра Элӗк тӑрӑхӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Алина Петрова та пулнӑ. Мускавран вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса таврӑннӑ.

Хӗрарӑм халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, хӑйӗн урокӗнче Элӗк тӑрӑхӗнчи туй арӑмӗн тумӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall630261094_6213
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ пабликӗнчи постсенчен пӗрин айне Геннадий Ложков

ятлӑ ҫын ҫапла комментари ҫырса хунӑ: «Чӑваш чӗлхине ялти ачасене вӗрентни ҫинчен калаҫяҫ-и?».

Комментарие вуласан республикӑн Вӗрену министерстви чӑвашла хуралавланӑ. Унта вӑл ҫапларах пӗлтернӗ:

«Хальхи вӑхӑтра ҫӗр-шыв ертӳҫи Раҫҫейӗн тӗп пуянлӑхӗ - унӑн ҫыннисем пулни ҫинчен час-часах калать. Тӗрлӗ национальность, тӗн вӗрентӗвӗм, политика ӗненӳсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем те пур. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра икӗ патшалӑх – вырӑс тата чӑваш чӗлхисене вӗренмелли мӗнпур условисем йӗркеленӗ. Кӑҫал вӗренӳ ҫулӗнче республикӑри шкулсенче 1-11 классенчи шкул ачисен 73,5 процентне яхӑн вӗренеҫҫӗ, ҫав шутра тӑван чӑваш чӗлхи 50,1 %».

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

1905 ҫулта Н.А. Бобровников Патша манифесчӗ пирки текст кӑларнӑ, унта чӑвашсене Патшалӑх думине юрӑхлӑ ҫынсене суйлама чӗнсе каланӑ. 120 ҫул ытла унтанпа иртнӗ. Апла пулин те вӑл вӑхӑтри текст стилистики питӗ кӑсӑклӑ. Хӑй текстпа эсир Наци вулавӑшӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр.

Орфографи

Чи малтанах орфографие пӑхса тухар. Чӑн та, вӑл вӑхӑтра ҫирӗп орфографи правили пулман, ҫавна май йӑнӑшсем чылай тӗл пулаҫҫӗ. Ку кӗнекесене те вӑл вӑхӑтра наборласа ҫапнӑ — ҫакӑ та йӗр хӑварнӑ. Калӑпӑр, пӗр вырӑнта «кӗперне» тесе ҫырнӑ, тепӗр вырӑнта — «кӗпӗрне».

Халь эпир «уес» тесе ҫырма хӑнӑхнине «уяс» (уйас) тенӗ, ҫапла май вулама йывӑр «Хусан уйасин» (Хусан уесӗн) пулса тухнӑ.

Тепӗр вырӑн: «школа», «больница» сӑмахсем. 1905 ҫулсенче ку сӑмахсене чӑвашлатса ҫитереймен ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫапла ҫырнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан, 1920–1930-мӗш ҫулсенче сӑмахсене ытла та чӑвашлатнишӗн ятланӑ пулин те вӗсен ӗҫӗ чӑваш ҫырулӑхне витӗм кӳнӗ-кӳнех.

Лексика

Усӑ куракан сӑмахсем те кӑсӑклӑ: мальен, кайьен.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх
https://vk.ru/wall-194537172_25984 сӑн ӳкерчӗкӗ
https://vk.ru/wall-194537172_25984 сӑн ӳкерчӗкӗ

Питӗрте пурӑнакан Степановсен ҫемйи «Новогодние семейные чтения вслух» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫулти ҫемье вулавӗсем) акцие хутшӑннӑ.

Питӗрти кӗнеке ҫуртӗнче вӗсем «Мӗншӗн хырпа чӑрӑш ялан симӗс» чӑваш юмахне вуланӑ.

Ҫемье чӑваш тумне тӑхӑнса пынӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Анастасия Петровна та, унӑн хӗрӗсем Ольгӑпа Маша та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_25984
 

Чӑваш чӗлхи
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелет.

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ ‒ хальхи чӑваш литературине аталантарасси, пултаруллӑ авторсене пулӑшасси, чӑвашла ҫыракансене хавхалатарасси.

Конкурса материалсене кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнӗҫ: Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви. Унсӑр пуҫне fed_ol@mail.ru электрон адреспа «Чӑваш романӗ» конкурса» тесе ярса пама пулать.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 169
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 21

1925
101
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
101
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
79
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть